Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗчӗк калавсенчи тарӑн сӑнарлӑх

Илемлӗ литературӑра калав жанрӗ хӑйне евӗр уйрӑм вырӑн йышӑнать. Вӑл чылай ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрӗ патне хывӑнакан сукмак пулса тӑрать. Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи паллӑ литературовед-критиксенчен пӗрин Г.И. Федоровӑн шухӑшӗпе чӑваш ҫыравҫисем калав жанрӗпе уйрӑмах тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи чӑваш калавҫисен илемпе сӑнар асталӑхӗн хӑш-пӑр енне пӑхса тухни тӑван литературӑри сак пулӑма тӗплӗнрех ӑнланма пулӑшӗ.
Василий Петров ҫыравҫӑ «Кивҫен» («Тӑван Атӑл» 2009, 3№) калавра этем пахалӑхне чун тӳрӗлӗхӗнче шырани малтанхи йӗркесенчех сисӗнет. «Татюк аппан юлашки ҫимӗкне...» пуҫтарӑннӑ ачисен чунӗсен тӳнтерлӗхне туххӑмрах вулакан умне тавӑрса хурать. Калаври ӗҫ-пуҫ темиҫе сехет хушшинче пулса иртет. Унӑн пӗтӗмӗшле ӳкерчӗкӗ, композицийӗ пьесӑри пӗр пӗчӗк сценӑна асаилтереҫҫӗ. Анчах та проза ӑсти кӗске калӑплӑ хайлавсен сюжет йӗрне тытса пыма пӗлни, хӑвӑрт аталанса пыракан ӗҫ-пуҫа васкамасӑр, шухӑша кайса вулама сӗнни сисӗнет. Калаври ӗҫ-пуҫ паянхи вӑхӑтпа пӗр килет, эппин этем чунӗнчи самана сӑмсалантарнӑ «ҫумкурӑксем» хунаса паркаланнине хамӑр куҫпа курса ӗненетпӗр. «Демократиллӗ капитализм» самани «тӳрлетсе» ҫын тунӑ Татюк аппан аслӑ ывӑлӗ Михха пирвай вулакан умне пархатарлӑ кӑмӑл-туйӑмпах саркаланса «Тӑван килӗн шӑрши, пыл шӑрши пек, пылак та тутлӑ мӗн» тухса тӑчӗ. Анчах та унӑн тӳрӗлӗхӗ пурнӑҫри лару-тӑру пекех хӑвӑрт улшӑнса пырать иккен. Миххан йӑмӑкӗсем Феняпа Елькка пирки те ҫавнах каламалла. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ те таканари шыв пек. Миххара паянхи пуҫлӑх сӑнарне куратпӑр. Вӑл «халӑхпа» япшар калаҫать, кирлӗ чухне халӑха «сӑмахпа тӑрантарма» та, чике тӑршшӗ лартма та именсе тӑмасть. Кӳршӗ карчӑкне — хреснамӑшне — улталасси чӑрт сурасси кӑна. Ельккана та пурнӑҫ тӑнӑҫсӑрлӑхех ӗмӗтсӗр те пуянлӑхшӑн хапсӑнакан ҫын туса хунӑ. Фенян чунӗнче кӑна этеплӗх хӗлӗхӗсем упранса юлнӑ пек курӑнатчӗ те, анчах вӗсем те хулара пурӑнса «хытса» ларнӑ иккен. Анчах та шанчӑк тени пӗтсех ларман иккен-ха. Татюк аппан кӗҫӗн ывӑлӗн Леонтин чунӗнче ҫынлӑх туйӑмӗсем упранса юлнӑ, вӗсем тӗрӗсмарлӑха, ултава чӑнлӑхран уйӑрса илсе куҫран калама та («Тӗрӗссипе эсир хӑвӑр та кивҫенле пурӑнакансем анчах») мехел ҫитерет. Этем шӑпин трагедилӗхӗ ҫыравҫӑн паянхи пултарулӑхӗнче палӑрмаллах сисӗнет. Кӑна «Ҫыру» (Тӑван Атӑл, 2008, 4№) калавӗ те ҫирӗплетет. Г.Федоров тӗпчевҫӗ: «Этем этеме ӑнланни, ҫынпа ҫын пулма пӗлни пӗлтерӗшлӗ паян. Ку енчен В.Петровӑн «Ҫыру» калавӗ паха», — тет.
Этем чун тасалӑхӗпе тирпейлӗхне упраса хӑварма пултармаллине кӑтартассине хӑйӗн тӗп тӗллевӗ вырӑнне йышӑнса, пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫакӑн евӗр хайлавсем сӗнет вулакана сумлӑ ҫыравҫӑ. «Кивҫен» калаври Елькка, Феня, Михха пек хытнӑ чунӗсене хулара кивҫенле усракансем паянхи пурнӑҫра мӗн чухлӗ-ши тата! Ҫакӑн евӗр темӑнах аталантарать темелле А. Волков «Пӗр мӑшӑрӑн хавас кунӗ» калавра. Волков та чун тасалӑхне, ҫынлӑх, этеплӗх ыйтӑвӗсене мала кӑларать. Чылай ҫыравҫӑн хайлавӗнче герой пурнӑҫ тӑршшӗпе шыранӑ канӑҫлӑха ватлӑхра е ҫулланса ҫитсен тупса хӗпӗртет. Урӑхла каласан, «ҫӑлӑнӑҫ идеалӗ» — пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫ. А.Волковӑн «Пӗр мӑшӑрӑн хавас кунӗнчи» Анемподист Тихонович мӑшӑрӗ Аля пирки кун пек калаймӑн. Обществӑри социаллӑ типсен сӗмне йышӑннӑ сӑнарсем хӑйсен ӗмӗрне кӗвӗҫӳпе хӗртсе ирттереҫҫӗ. Хайлавӑн композицийӗ сюжет аталаннӑ май йӗркеленсе пырать. Ҫак самантсенче вулакан Анемподист Тихоновичра та ҫынлӑх пӗрчисем сӑмсаланса вӑй илсе каясса шанӗ. Ҫыравҫӑпа вулакан малтанласа пер шухӑшлӑ пулмарӗҫ пулсан та хайлав вӗҫӗнче вӑл вулакана хӑи калас шухӑш патне илсе ҫитерчӗ ҫитерчех. «Йӑваш йытӑ вӑрттӑн ҫыртать» е «Йӑпӑлти пӑру икӗ ӗне ӗмет» ваттисен сӑмахӗсем — хайлавӑн тӗп шухӑшӗ вырӑненчех. Анемподист Тихоновичӑн психологине, унӑн шалти тӗнчине ҫутатни-тӗпчени автора ырӑпа усал хушшинчи хирӗҫтӑрӑва ӳкерсе кӑтартма пулӑшаймарӗ пулин те вулакана паянхи обществӑн типлӑ сӑнарне пур еннӗн кӑтартма пултарчӗ.
Этем чунӗн тарӑнлӑхне тӗпчекен тепӗр ҫыравҫӑ — Арсений Тарасов. Унӑн «Саккӑрла ҫаптарнӑ ташӑ» (Тӑван Атӑл, 2010, 8№) калавӗ ку тӗлӗшпе уйрӑмах паха ӗҫ. Тарасов ял шӑпине паянхи ял ҫыннин кӑмӑл-туйӑмӗ урлӑ шӗкӗлчет. Самана илсе килнӗ ҫӗнелӗхсем этемӗн, ял хресченӗн чунне те, унӑн йӑли-йӗркине те, кун-ҫулне те самай пысӑк хӑвӑртлӑхпа улӑштарса ҫӗнетнине курса ӗненетпӗр ӑна вуласа тухсан. Пӗр енчен, «Саккӑрла ҫаптарнӑ ташӑ» Тарасовӑн маларахри калавӗсенчен уйрӑлса та тӑмасть теме пулать. Маларах пичетленнӗ «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» хайлав та этем пурнӑҫӗнчи питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа, ҫуртпа ҫыхӑннӑччӗ. Анчах та икӗ калава танлаштарсан эпир Арсений Тарасов хайлавӗсен чун тарӑнлӑхӗпе, тасалӑхӗпе ҫуталса тӑракан геройсем кӑна мар, ҫыравҫӑн пултарулӑхӗ те самай ҫӳллӗ шая ҫӗкленнине куратпӑр.
«Саккӑрла ҫаптарнӑ ташӑ» калав ятне кура мар хиврен аталанать. Автор хайлавӑн композицийӗпе сюжетне пӗлсе те вырӑнлӑ тытса пырать. Матвин ҫемйи лӑпкӑ та ӗҫчен, пултаруллӑ йыш пулнине куратпӑр эпир. Анчах та хайлав пуҫламӑшӗнчех вулакан Матвин путишле хӑтланӑвӗпе курнӑҫать. Иккӗллӗ шухӑш ҫуратакан (ҫӗнӗ пӳрт туса пӗтернӗ-пӗтермен, урамра турпас пуҫтарнӑ вӑхӑтрах «карттусне хывса вӑркӑнтарсах» саккӑрла ҫаптарса ташша сӗвет Матви) ҫак ӳкерчӗк геройӑн, хайлавӑн ҫавӑн пекех ҫыравҫӑн пӗтӗмӗшле хавхине татса парать теме пулать. Кил хуҫи ҫамрӑках мар. Матви пӳртне туҫа пӗтернӗ-пӗтермен ташша янинче пысӑк вӑрттӑнлӑх пытарӑннӑ. Хайлава вуласа пынӑҫемӗн вӑл майӗпен-майӗпен ҫиеле тухса пырать. Матвин, ватлӑхра ҫӗнӗ пӳрт лартма вӑй-хӑват ҫитернӗ хресченӗн, чун сисӗмӗ те, пуянлӑхӗ те арӑмӗпе ачисеннинчен самай пысӑкрах пулнине кӑтартса парать ҫыравҫӑ. Ҫурт никӗсне самай аван туса хӑпартнӑ Матви. Ҫак никӗс Матви чунӗн ҫирӗплӗхӗпе пӗр килтерме тӑрӑшни сисӗнет. Ҫавӑн пекех ялти ҫурта дача евӗр хӑпартни тата ытти чылай пулӑм-курӑм ҫӗнӗлле йӗркеленсе пыни унӑн тата хуҫин шӑпине татса пама пулӑшакан сӑнарлӑ ӳкерчӗксем пулса тӑнӑ. Матви ҫывӑх ҫыннисемсӗр тӑрса юлать. Унӑн ачисемпе юратса ӗмӗр ӗмӗрленӗ мӑшӑрӗ хӑйсенчен килмен сӑлтавсене пула ашшӗне пӗчченех хӑвараҫҫӗ. Апла пулин те эпир Матви ҫухалса каймассине, вӑл малашлӑха ҫамрӑк чухнехиллех уҫҫӑн пӑхнине куратпӑр.
Калӑпӑшӗпе пӗчӗк кӑна калав тейӗпӗр «Саккӑрла ҫаптарнӑ ташӑ» хайлава, унти ӗҫ-пуҫ та питӗ хӑвӑрт та кӗске вӑхӑтра иртет. Ҫыравҫӑ калав жанрӗн хӑй евӗрлӗхне алла илни куҫ кӗрет. Пӗчӗк ана ҫинчех пысӑк тухӑҫ илме пултарнӑ ҫӗр ӗҫченӗ евӗрлех Тарасов. Пысӑк мар ӗҫрех темӗн чухлӗ шухӑш, пӗр вӑхӑтрах этем чун хусканӑвӗпе кӑмӑл-туйӑмне мала лартни те, паянхи ахӑр самана кӑларса тӑратнӑ «ҫӗнӗлӗхсем» ҫыннӑн чунне кӑна мар, пурнӑҫне те асар-писер пӑтраштарса пӗтерни те, этем пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шырани те тата ытти те...
Саманипе пӗрле ҫыннӑн ӑсӗ те, кӑмӑлӗ те, чунӗ те кӑткӑслансах пырать. Илемлӗ литература самана тӗкӗрӗ пулнӑ май пурнӑҫри пулӑмсене ҫутатассине мала хурать. Ҫ.акна тин вуланӑ калавсем уҫҫӑнах ҫирӗплетеҫҫӗ. Эппин В.Петров, А.Тарасов тӑрӑшни сая кайман.

Николай Осипов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ
«Хыпар», 2010, чӳк, 24


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-11-25 22:06:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6803 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем